Викивулавăш (акăл. Wikisource) — Викимедиа фонд проекчĕсенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ — ирĕклĕ саракан текстен вулавăшне тăвасси. Ун шутне маларах кăларнă ĕç хучĕсем, кĕнекесем, сайта кĕрекенсем çырнă усă паракан коллективлăхсем кĕреççĕ. Сайта кĕртнĕ текстсене тӳрлетме (йăнăш янă тӳрлетнисене тата …… шута илмесĕр) май çук.

Викивулавăш
Wikisource
Изображение логотипа
Wikisource логотипĕ
URL: http://wikisource.org/wiki/
Коммерци: Çук
Сайт тĕсĕ: электронлă вулавăш
Регистраци: Кирлех мар
Сервер вырнаçнă: Майами
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Автор: Джимми Уэйлс
Логотип Викисклада Викивулавăш Викиампарта

Викивулавăша мĕн вырнаçтарма пулать тӳрлет

Викивулавăша çак хыпарсене упрама хатĕрленĕ:

  1. Малтанах автор пичетленĕ текстсене.
  2. Пĕрмĕш тĕп экземплярăн куçарăвĕсене. Вĕсен шутĕнче Викивулавăшра хутшăнакансен ĕçĕсене.
  3. Наци тата пĕтĕм халăх шутĕнчи истории докуменчĕсене.
  4. Тексем патне çырнă ăлантарусене, çавăн пекех Викивулавăшра хутшăнакансем çырнисене.
  5. Викивулавăшра упранакан авторсен ĕçĕсен ят-шучĕсене.

Викивулавăшра çаксене упрама пулмасть:

  1. Пĕр çĕрте те пичетленмен Викивулавăшра хутшăнакансем çырнă текстсене.
  2. Малтан пичетленмен математика хыпарĕсене, формулăсемпе таблицисене.
  3. Программăсен пуçламăш вăрттăн пĕлтермелли ятарлă паллисене.
  4. Хисеп енчен палăртнă хыпарсене(тĕслĕхрен, суйлав пĕтмĕшĕ).

Автор ирĕкĕ тӳрлет

Сыхлав вăхăчĕ пĕтнине пула Викивулавăш тексчĕсем халăх еткерлĕхне куçнă е малтанах ирĕклĕ валеçĕве чарман.

Тĕрлĕ патшалăхсенче саккун пуххи пĕр пек мар. Хăш чухне АПШ-ра (ăçта «Викимедиа» фонд серверĕсем вырнаçнă) ĕçсем автор прависемпе хӳтĕленмеççĕ, анчах Раççейре сыхланаççĕ. Çакăн йышши пулăмсенче Чăваш Викивулавăшĕ Раççей саккунсене чухлать, мĕншĕн тесен ку Раççейре Викивулавăшри пĕтĕм шалашĕпе ирĕклĕ усă курма май парать.

Каçăсем тӳрлет