Васнецов Виктор Михайлович

Виктор Михайлович Васнецов — раççей чаплă ӳнерçи ((1848—1926) ), историпе фольклор сюжечĕсен ӳнерçĕлĕхĕн ăсти. Унăн шăллĕ — А. М. Васнецов.

Васнецов В. М. Хăй ӳкерни

Кун-çулĕ тӳрлет

 
«Пăхаттăрсем», (1898)

Виктор Михайлович Васнецов 1848 çулхи çу, 15 Вяткă кĕпернинчи Уржум вулăсĕн Лопăял чăваш ялĕнче (халĕ — Киров облаçĕ), турă çынни çемйинче çуралнă.

Пĕлӳне Вяткă духовной семинаринче пухнă. Ӳнерçĕлĕхе Петербургра — малтан И. Н. Крамской патĕнче, ӳнерçĕлĕхе пулăшас ушкăнĕн Ӳнерçĕлĕх шкулĕнче (1867—1868), кайран ӳнерçĕлĕх академинче (1868—1873) вĕреннĕ.

Академирен вĕренсе тухсан ют çĕршывсене кайса çӳренĕ. Хăйĕн ĕçĕсене 1869 ç. кăтартма пикеннĕ, малтан Академи шутĕнче, кайран — Передвижников кăтартăвĕсенче.

1893 ç. Васнецов Ӳнерçĕ академин чăн пайташĕ пулса тăрать.

Вырăс патриочĕ. 1905 çул хыççăн Вырăс халăх Пĕрлĕхĕн ретне кĕрет, унăн кăларăмĕсене илемлетес ĕçĕсене хутшăнать.

Виктор Васнецов 1926 çулхи утă, 23 Мускавра вилĕме кĕтсе илет.

Хайлалăхĕ тӳрлет

Васнецов ĕçĕсенче тĕрлĕ жанр тĕсĕсемпе усă курнă. Малтанхи тапхăрĕнче Васнецов ытларах кулленхи пурнăç сюжечĕсене çырать, сăмахран «Хваттертен хваттере» (1876) ӳкерчĕкĕнче, «Вăрçăран килнĕ телеграммă» (1878), «Кĕнеке лавкки» (1876), «Парижри балагансем» (1877).

Каярах вăл тĕп çула (историн чăнлăх кун-çулне) тухать — «Витязь на распутье» (1882), «После побоища Игоря Святославича с половцами» (1880), «Алёнушка» (1881), «Иван Царевич на Сером Волке» (1889), «Богатыри» (1881—1898), «Царь Иван Васильевич Грозный» (1897).

1890-мĕш çулсем вĕçĕнче ӳнерçĕн пултарулăхĕнче курăмлă вырăн тĕнĕ сĕмĕ йышăнать (Кейӳри Улатимĕр соборĕнчи тата Санкт-Петербургри Чĕрӳлĕх храмĕнчи ĕçĕсем, акварель ӳкерчĕкĕсем тата тата Улатимĕр соборĕн пӳлĕм аякки çинчи оригиналĕсене çырса хатĕрлесси). Октябрь революцийĕ 1917 ç. хыççăн Васнецов халăх юмах темисемпе ĕçлет, «Бой Добрыни Никитича с семиглавым Змеем Горынычем» (1918); «Кащей Бессмертный» (1917—1926) пир ӳкерчĕкĕсем.

Патшалăх Третьяков галереи çурчĕн мал енне унăн ӳкерчĕкĕсем тăрăх илемлетнĕ.

Музейĕсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Бахревский В. А. Виктор Васнецов. М., Молодая гвардия, 1979 г. серия «ЖЗЛ» ISBN 5-235-00367-5
  • Бутина Н. Ю. Васнецов Виктор Михайлович: Послесловие. Журнал Московской Патриархии. Москва. 1994 . № 7/8. с. 124—125.
  • Кудрявцева Л. Васнецов. М., Белый город, 1999 г. ISBN 5-7793-0163-8
  • Пастон Э. В. Виктор Васнецов. М., Белый город, 2001 г. ISBN 5-7793-0266-9
  • Шилова Е. В. Виктор Васнецов: Альбом — 72 с. М: Арт-Родник. 2004 г. ISBN 5-9561-0021-4

Каçăсем тӳрлет