Валга (эст. Valga, ним. Walk, Валк) — Эстони кăнтăр енчи, Валга уесĕн тĕпĕ.

Географи тӳрлет

Педели шыв хĕрринче (Выртсъярв кӳлĕ çывăхĕнче) вырнаçнă. Хула лаптăкĕ 16,5 çм2. Юнашарах Латви хули Валка çыпçăнсах ларнă.

Халăхĕ тӳрлет

2005 шутлавĕпе хулара 15 044 çын пурăнать.

Транспорт тӳрлет

Хула урлă шоссе та чукун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем Йыхви — Нарва, Уулу (Пярну), Выру, Рига еннелле чупаççĕ, Таллин — Тарту — Рига чукун çулĕсемпе Тапа урлă Таллин — Нарва — Санкт-Петербург магистралĕпе çыхăнать. Тарту хулине шоссепе çитме 89 çухрăм, Пярнуна — 144 çм, Таллина çити — 245 çм, Ригăна — 175 çм, Пскова — 170 çм.

Истори тӳрлет

1286 çулта хулана Валк ячĕпе палăртнă.

Культура тӳрлет

Хулара (эрнере 3 хутчен) «Valgamaalane» (эстон чĕлхипе) тата «Валкъ» (Walk) (вырăсла) хаçатсем пичетленсе тухаççĕ. Музей пур.