Вĕрентевçĕ

(Вĕрентекен ҫинчен куҫарнӑ)

Вĕрентевçĕ — ыттисене вĕрентес ĕçпе пурăнакан çын, професси. Çавăн пекех ăна вĕрентекен, вĕрентӳçĕ, педагог е учитель теççĕ.

Вĕрнтекенпе вĕренекен (Вăтам ĕмĕрсенчи миниатюра)

Тăтăшах вĕрентекен кашни вĕренекен тата вĕсен йышĕ валли ятарлă методикана, педагогика ăслайĕсене шута илсе алла илет е вĕсене хăй шутласа кăларать.

Конфуций çапла çырать:

« Вĕрентӳçĕн сăвап ĕçĕ — вĕренкенĕн шухăшлавне çĕнĕ перспектива уçса парасси.
Конфуций[1]
»

Профессин кунçулĕ тӳрлет

 
Пĕлӳ кунĕ
  Мы все учились понемногу,
Чему-нибудь и как-нибудь.
Александр Пушкин
 

<Йĕркепĕрĕн куçарни: Эпир пурте кăшт-кашт вĕренкеленĕ, / Ăна-кăна, апла-капла.>

  Каплах пулсан ытла инçе те каймĕ —

Кулсах пултарĕç педагог тума.
Анчах вăл халăх мансăрах нумай вĕт,
Ачи те çуралать те... Мĕн ĕç ман!

Аюх! Манран ача пăхса пулаймĕ <...>
Петĕр Хусанкай
 

Учитель е вĕрентевçĕ[2] тӳрлет

"Учитель" сӑмах чӑваш чӗлхишӗн ют пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпир. Мӗнле калас, вӑл сӑмах "чӗлхе илемне пӑсать": ӗне ҫине вырнаҫтарнӑ йӗнер пек... Ентӗ журналистсем ку профессие "вӗрентекен" сӑмахпа палӑртма пуҫларӗҫ. Тӗпрен илсен, манӑн ку телӗшпе ӳпкев-тиркев таврашӗ ҫук. Калӑпӑр, ку сӑмахпа 80-90 ҫул каялла Хумма Ҫеменӗ анлӑн усӑ курнӑ /"Ача чухнехи" повеҫе аса илӗр/. Ҫапах та ку терминӑн ҫитменлӗхӗсем те пур: палӑртаслӑхӗ, татса каласлӑхӗ ҫителӗксӗр. "Вӗрентекен" тени япала ячӗ пек мар, эпитет майлӑрах янӑрать. Ара, -акан, -екен причасти тӑвакан аффикссем шутланаҫҫӗ. Хальхи вахӑтри причасти тӑваканнисем. Ҫавна кура учителе вӗрентекен мар, вӗрентевҫӗ темелле: "Тен, "вӗрентӳҫӗ" сӑмах вырӑнлӑрах?" — тейе тепӗр вулакан. Ҫук пулӗ. Мӗншӗн тесен "учитель" сӑмах профессие ҫеҫ мар палӑртать. Унӑн тепӗр — анлӑрах, "философиллерех" пӗлтерӗшӗ те пур. Калӑпӑр, "И.Я. Яковлев — учитель чувашского народа" тенинче вӗрентевҫӗ е вӗрентекен мар, шӑпах ВЕРЕНТӲҪӖ пирки сӑмах пырать. Пӗлтерӗшсем ҫапла пайланса е сапаланса кайни чӑваш чӗлхинче час-часах пулать: тӗслӗхшӗн е кӑсӑкшӑн "ҫыравҫӑ" тата "ҫыруҫӑ" ӑнлавсене танлаштарса аса илер.

Квалификаципе регистраци тӳрлет

Вĕрентекен пулас тесен малтан университетра е институтра вĕренмелле. Вĕренте пуçлас умĕн патшалăх вĕсене сертификацилет. Раççейре те Чăваш Енре те вĕрентекенсем пулас текеннисем 3-5 çул вĕренмелле.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Коджаспирова Г. М. История образования и педагогической мысли: таблицы, схемы, опорные конспекты. — М., 2003. — С. 16
  2. ^ Элли Илле, Учитель е вĕрентевçĕ, 2006, ҫӗртме, 17

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет