Вĕренин температури
Вĕренин температури, вĕренин пăнчи — улшăнми пусăм айĕнчи шĕвек вĕреме кĕнин температури. Вĕренин температури вĕрекен шĕвекĕн лаптак çийĕнчи тăраннă пăсăн температурипе тан, мĕншĕн тесен вĕрекен шĕвекĕн хăйĕн температури яланах кăштах пысăкрах пулать.