Будённый Семён Михайлович

Семён Миха́йлович Будённый (ака, 25 1883юпа, 26 1973) — совет çарпуçĕ, Раççейри граждан вăрçине хутшăннăскер, Пĕрремĕш Юланут çарĕн çарпуçĕ, Совет Союзĕн пĕрремĕш маршалĕсенчен пĕрри, виççĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Семён Михайлович Будённый
Çуралнă вăхăт 1883 -мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Раççей Империн ялавĕ, 1858-1883 Козюрин хуторĕ, Тан çарĕн облаçĕ, Раççей Империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1973–мĕш çулхи юпан 26-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Будённый Семён Михайлович Мускав
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ Кавалери
Хĕсмет çулĕсем 1903—1973
Командăланă Тăрăхсем тата фронтсем, Пĕрремĕш юланут çарĕ, Совет Çарĕн кавалерийĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Вырăс-Япун вăрçи, Пĕрремеш тĕнче вăрçи, Раççейри-Граждан вăрçи, Раççей-Польша вăрçи (1919-1921), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Одессăна хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Одессăна хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
Ленинград 250 çул тултарнине асăнмалăх медаль
Ленинград 250 çул тултарнине асăнмалăх медаль

Раççей империн чысĕсем:

Алпусни С. М. Будённый Мускав авиаци шкул клубĕнче. 1937 ç.

Кун-çулĕ тӳрлет

Ростов облаçĕнчи Пролетари районĕн Платовская станицин (халĕ — Будённовская) Козюрин хуторĕнче чухăн çĕрĕçчен çемйинче çуралнă. Вырăс. 1919 çултанпа РКП(б)/ВКП(б)/ССКП пайташĕ.

1903 çулта çара чĕннĕ. Вăхăтлă хĕсметре Тинĕсçум драгун Христиан IX дани патши полкĕнче тăнă, çавăнтах хушма хĕсмете юлнă. 1904—05 çулсенчи Вырăс-япун вăрçине 26-мĕш Тан касак полкĕнче çапăçнă. Çак тапхăрта Карл Маннергеймпе тĕл пулнă.

1907 çулта полкăн чи лайăх юланут пулнипе ăна Петербурга, Аслă кавалери офицер шкулне кĕçĕн чинсем валли пĕр çуллă курса куçарнă, 1908 çулта вĕренсе тухать. 1914 çулчен Тинĕсçум драгун полкĕнче хĕсметре. 18-мĕш Север драгун полкĕн аслă унтер-офицер хисепĕнче герман, австри тата кавказ фрончĕсен шутĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать, хăюлăхшăн тăватă степенĕн Георгий хĕресĕсене тата тăватă медале тивĕç пулнă.

1917 çулхи çулла Кавказ дивизипе Минска çитет, унта ăна полк комитечĕн ертӳçи тата дивизи комитечĕн ертӳçи çумĕ пулма суйланă. 1917 çулхи çурла уйăхĕнче М. В. Фрунзепе пĕрле корнилов çарĕсен эшелонĕсене Оршăра хĕçпăшаллантарнă. Октябрь революцийĕ хыççăн Тан çине, Платовская станицине таврăнать, ăна Сальск тăрăх Канашĕн ĕçтăвком комитечĕн пайташне суйлаççĕ те тăрăхăн çĕр уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Граждан вăрçи тӳрлет

Ӳкерчĕк:КомандирыПервойКоннойармии.jpg
Пĕрремĕш Юланут Çарĕн командирĕсем РÇХÇ Хирти штабĕнче — Будённый, Егоров, Ворошилов тата урăххисем

1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Будённый Тан çинче пуçтарăннă шурă гвардейсемпе кĕрешме революциллĕ юланут тĕкĕртне йĕркеленĕ. Кайран хĕрлĕ юланутсем Царицын патĕнче 1919 çулăн пуçламăшĕнче ăнăçлă çапăçнă, полка, бригадăна, кавалери дивизине çити ӳснĕ.

1919 çулхи çĕртмен иккĕмĕш пайĕнче çамрăк Хĕрлĕ Çарĕнче пĕрремĕш пысăк кавалери пĕрлешĕвĕ — Будённый ертсе пынă юланут корпусне йĕркеленĕ. Çак корпус 1919 çулхи çурла уйăхĕнче тури Тан тăрăхĕнче Врангель генералăн Кавказ çарĕн тĕп вăйĕсене çĕмĕрнĕ Воронеж-Касторненская операцине хастар хутшăннă, 1919 çулта 8-мĕш çарăн дивизийĕсемпе пĕрле Мамонтовпа Шкуро генералсен касак корпусĕсене пĕтемпех аркатнă. Корпус чаçĕсем Воронеж йышăнса, Хĕрлĕ Çар позицин Мускав тĕлĕнчи 100-çухрăмлă çурăка хупланă. Будённый юланут корпусĕ Деникин генералăн çарĕсене Воронежпа Касторная патĕнче аркатни тăшмана Тан çинче çĕнтерĕве çывхартнă.

1919 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Кăнтăр фрончĕн çарпуçĕ Республика реввăрçăканашĕн тапăчĕпе Юланут корпусĕ Пĕрремĕш Юланут çарĕ пулса тăнă. Çарпуçĕ пулма Будённыйе çирĕплетнĕ. 1923 çулхи юпа уйăхĕччен вăл ертсе пынă Пĕрремĕш Юланут çарĕ 1917-1922 çулсенчи граждан вăрçинче Деникинпа Врангель çарĕсене Çурçĕр Таврире тата Крымра аркатнă çапăçусене хутшăннă. Совет-поляк вăрçинче Пилсудский çарĕнчен тарнă. Пĕрремĕш Юланут çарĕн хăшпĕр чаçĕсем Украинăри халăха пусмăрланă, çакăншăн 200 яхăн хĕрлĕ çар çынне персе пăрăхнă.

Граждан вăрçи хыççăн Хĕрлĕ Çарти хĕсмечĕ тӳрлет

1921—23 çулсенче Будённый — РВК пайташĕ, кайран Çурçĕр-Кавказ çар тăрăхĕн çарпуç çумĕ. Лаша савучĕсене йĕркелесе ертсе пынă ĕçре чылай вăй хунă. Нумай çул хушши ĕçре лаша çĕнĕ ăрачĕсене — будённăй тата терек — ĕрчетсе кăларнă.

1923 çулта Будённый Чечен автономи облаçĕн «кумашшĕ» пулса тăрать: бухар эмирен çĕлĕкне тăхăнса, хулпуçç урлă хĕрлĕ хăю çакса вăл Урус-Мартана килсе ПĔТК декречĕпе Чечняна автономи облаçĕ статусне парать.

1923 çулта Будённый Хĕрлĕ Çарăн тĕп çарпуçăн кавалери ĕçĕсен пулăшуçи, СССР РВК пайташĕ вырăнне йышăнать. 1924—37 çулсенче ĔÇХÇ кавалери инспекторĕ.

1932 çулта М. В. Фрунзе ячĕллĕ вăрçă академинче вĕренсе тухнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тӳрлет

Ӗçĕсем тӳрлет

  • Основы тактики конных соединений. — М., 1938. — 41 с.
  • Первая конная на Дону. — Ростов н/Д, 1969. — 168 с.
  • Пройденный путь. — М., 1959—1973. Кн. 1—3.
  • Встречи с Ильичом. 2-е изд. — М., 1972. — 286 с.
  • Книга о лошади: В 5 тт. (Редактор.) М., 1952—1959.

Асăнмалăх тӳрлет

Кăсăк фактсем тӳрлет

 
Сталин юлташ 1-мĕш юланут çарне килни. СССР почтă маркки. Сулахайра Сталин, сылтăмра Будённый

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

  Будённый Семён Михайлович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Раççей кун-çулĕсем
Граждан вăрçин çарпуçĕсем

Хĕрлĕ çарăн çарпуçĕсем

Вăрçă тата тинĕс çар ĕçĕсен халкомĕ: Л.Д. Троцкий

Республикăн хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ: И. И. Вацетис (1.09.1918 — 9.07.1919), С. С. Каменев (1919-1924)И. И. Вацетис

Пур Раççей тĕп штабĕн пуçлăхĕ: Стогов Н. Н. (18.5–2.8.1918), Свечин А. А. (2.8–22.10.1918), Раттэль Н. И. (22.10.1918 г. — 10.2.1921).

РВСР Уйри штабĕн пуçлăхĕ: Раттэль Н. И. (2.10–22.10 1918), Костяев Ф. В. (22.10 1918— 16.6 1919), Бонч-Бруевич М. Д. (16.6–13.7.1919), Лебедев П. П. (13.7 1919—14.2.1921).

Фронт çарпуçĕсем

Тухăç фрончĕ: М.А. Муравьев (13.06.1918—11.07.1918), И. И. Вацетис (11.07.1918—28.09.1918), С. С. Каменев (28.09.1918—07.07. 1919), М. В. Фрунзе (19.07.1919—15.08.1919), В. А. Ольдерогге (15.08.1919—15.01.1920)

Çурçĕр фрончĕ: Д. П. Парский, Д. Н. Надёжный (26.11.1918—19.2.1919)

Туркестан фрончĕ: М.В. Фрунзе (çурла, 1919 — авăн, 1920), Г.Я. Сокольников (авăн, 1920 – нарăс, 1921), В. С. Лазаревич (нарăс, 1921 – кăрлач, 1922), В.И. Шорин (кăрлач—чӳк, 1922), А. И. Корк (чӳк, 1922—1923), С. А. Пугачёв (утă, 1923 – ака, 1924), М. К. Левандовский (ака, 1924 – чӳк, 1925), К. И. Авксентьевский (1925—1927)

Кăнтăр фрончĕ: П.П. Сытин, П. А. Славен (чӳк, 1918 —кăрлач, 1919), В. М. Гиттис (кăрлач —утă, 1919), В. Н. Егорьев (утă — юпа, 1919), А. И. Егоров (юпа, 1919 – кăрлач, 1920), М.В. Фрунзе

Кăнтăр-Тухăç фрончĕ: В. И. Шорин (10.1919—1.1920)

Кавказ фрончĕ: В. И. Шорин (1920), В. М. Гиттис (15.05.1920—29.05.1921)

Анăç фрончĕ: Д. Н. Надёжный (19.02.1919—22.07.1919), В. М. Гиттис (утă, 1919 —ака, 1920), М.Н. Тухачевский (ака, 1920 — çурла, 1922)

Кăнтăр-Анăç фрончĕ: А.И. Егоров

Çарсен çарпуçĕсем

1-мĕш юланут çарĕ: С.М. Будённый

2-мĕш юланут çарĕ: О. И. Городовиков, Ф.К. Миронов

Шурă çарсен çарпуçĕсем

Тан çарĕ: П.Н. Краснов

Ирĕк кăмăл çарĕ: М.В. Алексеев † | Л.Г. Корнилов † | А. И. Деникин | В. З. Май-Маевский | барон П.Н. Врангель

Раççей тухăçĕнчи шурă вăйсем: А.В. Колчак † | Г.М. Семёнов | барон Р.Ф. Унгерн фон Штернберг†

Халăх çарĕ: В. О. Каппель

Çурçĕр çарĕ:В. В. Марушевский | Е.К. Миллер

Çурçĕр-Анăç çарĕ: А. П. Родзянко | Н. Н. Юденич | П. В. Глазенап

  1. ^ Евгений Пчёлкин. Большая любовь маршала//Золотой мустанг. 1999. № 6