Бильдерберг клубĕ

Бильдерберг клубĕ, Билдербер ушкăнĕ, Билдерберг конференцийĕ (акăл. Bilderberg group — Билдерберг ушкăнĕ) — çулсерен иртекен официаллă мар конференци, ĕçлевне 130 яхăн çын хутшăнать, вĕсенчен чылайрахăшĕ политика, бизнес тата банк ĕçлевĕнче ятлă-сумлăскерсем, çаплах анăç МИХ пуçлăхĕсем. Конференцие пайăррăн кăна чĕнсе кĕртеççĕ. Сайт адресĕ: http://www.bilderbergmeetings.org

Клубăн пĕр конференцинче те пулин пулнă патшалăхсем.

Клуб ĕçне 383 çын хастар хутшăнать, вĕсенчен 128-ĕ, е виççĕмĕш пайĕ — американсем, ыттисем — европейсем тата азиатсем (япунсем, корейсем, сингапурсем, Тайваньрен тата Гонконгран). «Британника» энциклопеди пĕлтернипе, «конференцире наци политикпе тĕнчери ĕçсене йĕркелесе пыракан çынсем пĕр-пĕринпе куçа-куçăн официаллă мар тĕлпулусенче пурне те касакан йывăр ыйтусене сӳтсе явма пултараççĕ. Кашни конференци хыççăнах тĕлпулу пирки официаллă мар евите малтан тата халĕ тин хутшăннă çынсем хушшинче сараççĕ. Евитре доклад тăвакансем хăйсен çĕр-шывĕ пирки кăна шухăшлаççĕ. Тĕнчери оргкомитет кашни çулах урăх делегатсене чĕнет».

Клуб пухӑвӗсем тӳрлет

Раҫҫей Федерацийӗнчен тӗрлӗ ҫулӗнче унӑн пухӑвӗсенче Григорий Явлинский тата Лилия Шевцова пулнӑ. Анатолий Чубайс икӗ хутчен: 1998 ҫулхи 14 - 17 ҫу (Бильдерберг клубӗн пухӑвӗ, Тернбэри, Шотланди) тата 2012 ҫулта пулнӑ. 2011 ҫулта клуб ӗҫӗнче ОАО «Северсталь» пуҫлӑхӗ Алексей Мордашов хутшӑннӑ. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Бильдерберг клубĕн кашни ҫул пулса иртекен пухӑвне чӗннӗ пӗртен пӗр Раҫҫей гражданинӗ 2013 ҫултан Францире пурӑнакан Сергей Гуриев пулнӑ.

Ларăвĕсен вырăнĕ тӳрлет

Тиркев, тишкерӳ тӳрлет

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Конспирологи çăлкуçĕсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ High-security fences surround resort town in preparation for summit 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ., Edmonton Journal, August 18, 2007, Тĕрĕсленĕ çурлан 19-мĕшĕ, 2007 ç.
  2. ^ Asia Times Online :: Asian News, Business and Economy.. çăлкуçран архивланă 1 Авӑн уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 22 Ҫурла уйӑхӗн 2007.
  3. ^ Panetta, Alexander Secretive Bilderbergers meet. www.thestar.com. Toronto Star Newspapers Limited (2006). çăлкуçран архивланă 1 Авӑн уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 12 Ҫӗртме уйӑхӗн 2006.
  4. ^ What was discussed at Bilderberg? 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ., Turkish Daily News, June 5, 2007, Тĕрĕсленĕ çурлан 18-мĕшĕ, 2007 ç.
  5. ^ Bilderberg Announces 2008 Conference. BusinessWire (2008). çăлкуçран архивланă 1 Авӑн уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008.
  6. ^ Balkenende to Meet Bush in Washington. NIS News Bulletin (2008). çăлкуçран архивланă 1 Авӑн уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 25 Ҫу уйӑхӗн 2008.
  7. ^ Demonstrations against the secret meeting of the Bilderbergs in "Aster Palace" hotel, GRReported (17 May 2009).
  8. ^ Guardian.co.uk Charlie Skelton's Bilderberg files. çăлкуçран архивланă 1 Авӑн уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2009.