Батуров Михаил Васильевич

Батуров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Михаил Васильевич Батуров (1857—?) — хресчен, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрни депутачĕ.

Михаил Васильевич Батуров

Иккĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1857
Çуралнă вырăн Русский Ошняк сали, Лайăш уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: ?
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тĕне тытни: православи
Парти: Ĕçлев ушкăнĕ
Ĕçлев тĕсĕ: хресчен, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрни депутачĕ

Биографи тӳрлет

 
Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернинчен депутачĕсем. Хыçалта: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; малта: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников С. Т. Максютов.

1857 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Лайăш уесĕн Анатăш вулăсĕнчи Ашняк салинче çуралнă[1][2]. 8 çулта тăлăха тăрса юлнă, ыйткаласа çӳренĕ. Пуçламăш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Лейб-гвардире хĕсметре тăнă. Вырăс-турккă вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн пĕрлĕх ĕçĕсемпе хăтланнă.

1907 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче II чĕнĕвĕн Патшалăх думин депутачĕ пулса тăнă. Ĕçлев ушкăнне тата Хресченсен пĕрлешĕвĕнче кĕнĕ. Думăра Аграри комиссинче ĕçленĕ.

Думăна салатса ярсан хресченсене пăлханма чĕннĕшĕн 1907 çулхи çĕртме уйăхĕнче аресленĕ.

Литература тӳрлет

Архив тӳрлет

  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 33; Дело 551. Лист 9.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ В Тутарстанра Русский Ошняк сали пур, çавăн пирки, калаçу ĕнтĕ.
  2. ^ Русский Ошняк и Брынка: от дворцовых крестьян до лишений НЭПа и героев войны 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.