Басовская Наталия Ивановна

Ната́лия Ива́новна Басо́вская (21.5.1941, Мускав — 24.5.2019, çавăнтах) — совет тата раççей историкĕ-медиевисчĕ, Анăç Европăри Вăтам ĕмĕрсен историйĕн специалисчĕ. Истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.

Наталия Басовская
Çуралнă вăхăт: 1941, çу, 21
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 2019, çу, 24
Вилнĕ вырăн: Мускав
Ăслăх сфери: Анăç Европăри вăтам ĕмĕрсен историйĕ, XII–XV ĕмĕрсенчи Анăç Еропăри тĕнчери хутшăнусен историйĕ, Англин тата Францин политика историйĕ, истори аслăхĕн историйĕ
Ĕç вырăнĕ: Раççей патшалăхĕн гуманитари университечĕ
Ăсчах степенĕ: истори ăслăхĕсен тухтăрĕ (1988)
Ăсчах хисепĕ: профессор, РПГУ тава тивĕçлĕ профессорĕ
Альма-матер: МПУ истфакĕ
Ăслăх ертӳçи: Е. В. Гутнова
С. Д. Сказкин
Паллă: Çĕрçуллăх вăрçин историпе питĕ пысăк специалист, «Эхо Москвы» радиопа телекуравра ăслăха ăнлантаракан ярăмсен циклĕн авторĕ
Чыславсемпе парнесем


Биографи тӳрлет

Наталья Басовская Мускавра, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Иван Фёдорович Куренков полковник килйышĕнче çуралнă. Амăшĕ — агроном Мария Адамовна Куренкова (Варш) (28.6.1909—2011)[1], 2009 çулта çĕр çул тултарнине уявланă[2].  Маçакĕ — вырăса тухнă поляк дворянинĕ Адам Францевич Варш, адвокат. Мамакăшĕ — Мария Алексеевна Варш — çаплах дворянка, Ырйăхри хĕрсен Екатерина институтĕнче вĕренсе тухнăскер[3].

Шкулти çулсенче ăна А. А. Сванидзе вĕрентнĕ[4].

1963 çулта МПУ истори факультетĕнче хĕрлĕ диплома тивĕçсе вĕренсе тухнă, специальнăçĕ — ютçĕрсен историйĕ[5], вăтам ĕмĕрсен историйĕ кафедринче диплом хатĕрленĕ; аспирантурăра çав факультетрах вĕреннĕ[5]

С. Д. Сказкин академикпе Е. В. Гутнова профессор патĕнче вĕреннĕ[6], иккĕмĕшĕ диплома хатĕрленĕ чухне унăн ăслăх ĕртӳçи пулнă. Истори ăслăхĕсен кандидачĕ (1969), диссертацийĕ — «Английская политика в Гаскони в конце XIII — начале XIV вв.». Истори ăслăхĕсен тухтăрĕ (1988), диссертацийĕ — «Англо-французские противоречия в международных отношениях Западной Европы второй половины XII — середины XV вв.».

Эпĕ МПУ истфакне вырăс историпех хăтланма кĕнĕччĕ, мана сахал тĕпченĕ XVII ĕмĕр, Ахăр самана илĕртнĕ. Анчах эпĕ тӳрех идеологи енчен тĕкнине туйса илтĕм: вĕренӳ кĕнекисенче пĕтĕм хурав пулнă… Çавăнпа та манăн ориентир малалла пулнă. Эпĕ акăлчанла аван калаçнă, çавăнпа ĕнтĕ Англие суйласа илтĕм. Диплом ĕçне Англипе çыртăм. Вăтам ĕмĕрсем вара — идеологилле «актуаллă» ăнланнинчен аяккарах шăвăнса кайрăм… Çулсем иртнĕçем эпĕ медиевиллĕ штудисене хĕсеккĕн кăсăкланма пăрахрăм[7].

Çемье тӳрлет

  • Упăшка — Владимир Анатольевич Рошаль, РПГУ ĕçлевçи[8].
  • Хĕрĕ — Евгения Наумовна Басовская (1964 çур.), филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, РПГУ медиакалаçу кафедрин ертӳçи[1][9].

Паллă ĕçĕсем тӳрлет

  • Экономические интересы английской короны в Гаскони в конце XIII — начале XIV вв. // Вестник МГУ. Серия История. 1968. № 2.
  • Место городов-крепостей (бастид) в гасконской политике Англии конца XIII столетия // Вестник МГУ. Серия История. 1969. № 3.
  • К вопросу об английской политике в Гаскони в конце XIII в. (По данным «Гасконских свитков») // Средние века. Вып. 33. М., 1971.
  • Историография проблемы перехода от античности к средним векам в Западной Европе // Вопросы историографии в курсах всеобщей истории. Вып. 3. — М., 1975.
  • Проблемы Столетней войны в современной английской и французской историографии // Средние века. Вып. 45. — М., 1982.
  • Политическая борьба в Англии и Франции первой половины XV в. и Столетняя война // Идейно-политическая борьба в средневековом обществе. — М., 1984.
  • Басовская Н. И. Столетняя война 1337—1453 гг.: Учебное пособие. — М.: Высшая школа, 1985. — 20000 экз.
  • Цель истории — история: сборник статей. — М., 2002.
  • Столетняя война: леопард против лилии. — М., 2002.
  • Французский средневековый город и рождение национального самосознания // Городской универсум: эволюция культуры и социальные метаморфозы. — М.; Квебек, 2005.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет