Банат (Баншаг) (рум. Banat, серб Банат, венг. Bánság) — Серби, Румыни тата Венгри хушшинче пайланнă историллĕ облаç. Çурçĕр енче чикки Муреш хĕррипе, анăç енче Тиса хĕррипе, кăнтăр енче — Дунай хĕррипе иртнĕ. Тухăç енчи чикки вырăнĕнче Карпат тăвĕсем пулнă. Лаптăкĕ калăпăшĕпе хальхи Бельги патшалăхĕн лаптăкне çывăх.

Европа картти çине ӳкернĕ Банатăн çĕрĕ

Банатăн румын пайĕ тӳрлет

 
Банатăн тĕп хули — Тимишоара.

Банатăн румын пайĕ анăç енче айлăмра вырнаçнă, вăл венгрсен Пусти евĕр. Çурçĕр-тухăçĕнче сăртлă, кăнтăрта вăта çӳллĕ тусем лараççĕ. Банатăн экономикăпа культура центрĕ Тимишоара хули шутланать.

Банатăн серб пайĕ тӳрлет

Серб пайĕ лаптак айлăмра вырнаçнă.

1918 çулта, Австро-Венгри аркансан, Банат, Банат, Бачка тата Баранья провинции шутĕнче, Серби çумне хутшăннă. 1945 çулчен Банатăн серб пайĕнче нимĕçсен пысăк колонийĕ пулнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи çулĕсенче нимĕçсен оккупаци влаçĕсем сербсен Банатне ăна Германи шутне кĕртес тата нимĕç мар пурăнан халăхне кăларса пырас тĕллевпе автономие парнеленĕ. Вăрçă хыççăн чылай нимĕçĕ Банатран тухса кайнă, серб Баначĕ уйрăм администраци виçи шайне çухатать — унăн чылайăш территорине Воеводина автономии облаçне кĕртнĕ.

Банатăн венгр пайĕ тӳрлет

Венгр пайне çак регионăн çурçĕр енĕ кĕрет, вăл Венгрин Чонград медьине кĕрет. Венгрсемсĕр пуçне, унта нумаях мар сербсен сахалрахăшĕ (сăмахран, Дескре (венг. Deszk), Сёрегре (венг. Szőreg) пурăнать.

Асăрхавсем тӳрлет