Афакин Николай Васильевич

Афакин Николай Васильевич (1921 ç. ) 266 гварди çар танксене пĕтерекен Хĕрлĕ ялавлă артиллерии полкĕн артиллерии орудии тĕллекенĕ, гварди сержанчĕ.

Афакин Николай Васильевич
Çуралнă вăхăт 1921
Çуралнă вырăн Тутар АССР, Çĕпрел районĕ, Хулаçырми
Пăхăнулăх ССРП ССРП
Хĕсмет çулĕсем 1940-1945
Хисеп
Сержант
Сержант
Чаç 8-мĕш гварди çарĕн 266 гварди çар танксене пĕтерекен Хĕрлĕ ялавлă артиллерии полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи[НЛ 1], [НЛ 2]
Чыславсем тата парнесем
Мухтав орденĕ
Мухтав орденĕ
Мухтав орденĕ
Мухтав орденĕ
«Хăюлăх» медалĕ

Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме таратнă. Вăл Тутарстанăн Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ тӳрлет

1940-мĕш çулта Сталинград облаçĕн Хĕрлĕ Октябрь район военкомачĕ урлă Хĕрлĕ Çара илеççĕ.

Çăпăçусене вăрçан малтанхи кунĕсенченех пуçлать. 1942-мĕш çултан Афакин гварди сержанчĕн орудийĕ 6 тăшман танкĕ, 4 бронетранспортерĕ, 18 автомашина, 500 ытла тăшман салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Уйрăмлах Афакин гварди сержанчĕ Висла юханшывĕ çинчи плацдармра тата Познань карманĕ штурмланă вăхăтра кăтартнă. 1945-мĕш çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче тӳррĕн тĕллесе çывхаракан 12 танка 200 м таран çывхартса хăватла тата тĕл персе 3 танкĕпе (вĕсенчен пĕри «Тигр») тата 1 хăй тĕллĕн çӳрекен артиллерии орудийĕ. Тăшманăн контратака тăвас ĕмĕчĕ ăнман. Пирĕн чаçсем контратакăна çĕкленсе тăшмана тĕреклетнĕ вырăнсенчен çапса кăларнă. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне пама тăратнă, анчах 2-мĕш шайри Мухтав орденнне çĕç тивĕçтернĕ [НЛ 3]

Чысĕсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Награда хучĕ. Афакин Николай Васильевич [1]
  2. ^ Награда хучĕ. [2]
  3. ^ Награда хучĕ. Афакин Николай Васильевич [3]

Каçăсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет



 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.