Аслă Елчĕк ял вулавăшĕ

Аслă Елчĕк ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă ял вулавăшĕ. Кĕнекесемпе Аслă Елчĕк ялне тивĕçтерет. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă.

Вулавăшра пурĕ 9 657 кĕнеке, вĕсенчен чăваш чĕлхи çинче — 662 кĕнеке. 2004 çул хушшинче кĕнекесене вулакансен шучĕ пурĕ 769 çын пулнă, вĕсем пурĕ вулавăша 10 416 хут килсе кайнă. Вĕсене 14 982 кĕнеке алла панă, вĕсенчен чăвашла çырнисен щучĕ — 4 103.

Истори тӳрлет

Вулавăша 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче вулавăш çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ. Вулавăша йĕркелес ĕçе Ф. Шеляпин питĕ хастар хутшăннă.

Ĕçлекенсем тӳрлет

Нумай вăхăт Çĕрпӳ библиографи техникумне вĕренсе пĕтернĕ Ю.Т. Волкова ĕçленĕ. Çавăн пекех Е. В. Кантеев ĕçленĕ.

1978 çултанпа вулавăшăн заведующиĕ — З.П. Карамаликова.