Архитектура палăкĕ

Архитектура палăкĕсем тата хула тăвас палăксем — вырăнтан куçман (архитектураллă çурт-йĕр шалти тата тулаш ĕнĕн пайĕсем) наци е халăхсен хушшинче тивĕçлĕ вырăнта тăракан материаллă тата чун хавал пултарулăхĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тăвăмĕсем. Хальхи вăхăтри раççей сакунĕнче «архитектура палăкĕ» тенĕ вырăнне е «объект культурного наследия», е çавăнпа пĕр хаклă «вырăнтан куçман историпе культура палăкĕсем» теççĕ.

Архитектура палăкĕсем çаксем пулаççĕ:

  • уйрăм çурт-йĕр;
  • архитектура ансамблĕсемпе ушкăнĕсем;
  • хула варрисем;
  • кварталсем;
  • лапамсем;
  • урамсем;
  • сыхланса юлнă авалхи çурт-йĕр, е пайĕсем;
  • граждан çурт-йĕрĕ, промыçлăх, çар, культ архитектури, халăх ăсталанă çурт-йĕрпе унпа çыхăннă монумент, ӳнер, ал-ĕç капăрлатăвĕ, пахча-парк ӳнерĕн хайлавĕсем;
  • çулçанталăк ландшафчĕсем.

Пĕтĕмлĕ пăхса тухни тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет