Архангельск-Аçтăрхан йĕрĕ

Архангельск—Аçтăрхан (ним. AA-Linie) — вермахт Хĕрлĕ Çара çĕнтернĕ хыççăн Виççĕмĕш райхăн тухăçĕнчи пулаяс чикки. Çак йĕртен тухăçалла хавшакланнă Совет Союзĕн территорийĕ юлмалла пулнă[1], унта вара оккупации айне лекнĕ территорисенчен «ытлашши» совет гражданĕсене куçарма шутланă.

Германи еннелли чикĕре Москови, Украина райхскомиссариачĕсем (унăн чикки тухăç енче анат Атăла çити пырса Сарăтупа Царицын хулисене кĕртнĕ) тата Кавказ (Аçтăрхана унăн шутне кĕртнĕ, вăл нимĕç Калмыкин администрации центрĕ шутланнă). Çак йĕр тăршшипех «Азири Раççейе чаракан барьер» лартса хӳтĕленме хăватлă вал тумалла пулнă.

Тепĕртакран СССР тĕппипех «пĕтерсе» Япони империпе Ениçей юханшывĕ çинче тĕл пулма палăртнă[2], каллех оккупациленĕ территорисенче виççĕ çĕнĕ рейхскомиссариат туса хума йышăннă[3]:

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче вермахт çак рубежа çити Сталинград патĕнче кăна тухма пултарнă.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Генштаб — Оккупированная Москва 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ План, который рухнул 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Operation Barbarossa 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.