Арманьяк (ĕçме)

Арманьяк-(Armagnac)- хаяр алкоголь ĕçми. Арманьяка Франци патшалăхĕнче (Гасконь енĕ, Арманьяк тăрăхĕ) тăваççĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

2010 çулта Арманьяк ĕçмине тума пуçлани 700 çул тултарчĕ.

  • 1310 çулта аббат Виталь Дюфур вырăнти иçĕм спирчĕпе хресченсене чирлетме тытăнать ;
  • 1460-мĕш çулсемре гасконьри спирчĕ арманьяк ячĕ илеть.Усламçăсем Аслă Британи тата Голланди патшалăхсене арманьяк сутма тытăнаççĕ.Суту-илӳ çулĕ Гарона юханшывпа Бордо хули урлă пырать.Бордори эрехтăвакансем арманьякпа хăвăн эрех хăватлăхне ӳстернĕ.Ку меслечĕ эрехсене пăсма ямасть.
  • 1600 çултан арманьяк пикпуль иçĕм сорчĕнчен тума тытăнаççĕ.
  • 1810 çулта Франци Аслă Британипе вăрçăнма тытăнать.Сутайман арманьяк пичкере усравлаççĕ.Арманьяк тăвакансем сăнарĕç: нумай çул усрани арманьяк çемçерех.
  • 1870 çулта филлоксера (иçĕм пыйти) Гасконь тăрăхра 100 пин гектарсем пăса тăвать.
  • 1909 çулта Арманьяктăвас енĕ чиккисем саккунпа çирса палăртнă.
  • 1936 çулта Арманьяк апелласьонĕ никĕсленĕ.
  • 1946 çултан арманьяк кĕленчесене ярнă кăна сутма юрать.
 
Юни блан çырласем

Иçĕм сорчĕсем тӳрлет

1909 çултан Декретпа вунă ытла иçĕм сорчĕсемчен арманьяк тума ирĕк панă.Паян чылайăш хуçалăхсем тăваттă сорчĕ кăна усă кураççĕ : Юни блан (яхăн 75 %),Бако 22А (20 %),Коломбар (4 %) тата Фоль Бланш (1 %).Иçĕм çырлисене юпа уйăхра пуçтараççĕ.

Технологи тӳрлет

Шурă пылаксăр эрехĕ пĕр хут ректификационай юпа урлă юхтарса хăватлă ( 60-70 градуслă ) спирчĕ тăваççĕ.Хăш пĕр хуçалăхра иккĕ хут аламбик урлă юхтарса спирчĕ тăваççĕ.Пулнă спирчĕ юман пичкере усравлаççĕ.

Арманьяк тăвакансем тӳрлет

Паллă арманьяк тăвакансем : Chateau dEsperance,Chateau de Laubade,Chateau Ravignon,Domaine Joanda,Gelas,G.Legrand,J.Goudoulin,Laberdolive,Marquise Livry,Nismes-Delclou.

Арманьяк апелласьонсем тӳрлет

  • Armagnac - пĕтĕм Арманьяк тăрăхĕ валли ячĕ ;
  • Bas-Armagnac ( Ба-Арманьяк е Анат Арманьяк ): иçĕм лаптăкĕсем 8 пин гектарсемче вырнаçнă.Хăйăрлă тăпрасем ;
  • Tenareze ( Тенарез ): 6.5 пин гектарсемче иçĕм ӳсет.Тăмлă-извеçлĕ тăпрасем.Тăрăхĕн тĕп хулара - Кондоме - арманьяк музейĕ уçнă;
  • Haut-Armagnac ( Ă-Арманьяк е Çӳлти Арманьяк ): кунта 0.5 пин гектарта çеç иçĕм ӳстереççĕ.Питĕ нумай пурăллă тăпрасем.Çавăнпа ку тăрăхна тата "Шурă Арманьяк" теççĕ.

Арманьяк классификаци тӳрлет

Арманьяксене усрав вăхăчĕпе классификаци тунă.2004 çултан арманьяксем çĕнĕ классификаципе паллартнă :

  • Armagnac - 3-5 çулхи спирчĕсем хутăшĕ ;
  • Vieil Armagnac - пиллĕк çул ытла усрани спирчĕсем.