Алманчă халăх музейĕ

Алманчăри халăх музейĕПатăрьел районĕнчи Алманчăра вырнаçнă халăх музейĕ.

Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсем, информации политики тата архив ĕçĕсен Министерствин 25.05.2005 № 01-07/192 хушăвĕпе музея «Халăх музей» ятне тивĕçтернĕ.

Музей директорĕ - Васильев Василий Иванович, вĕреннипе - физикăпа производство никĕсĕсене вĕрентекен.

Музей тытăмĕ тӳрлет

Музейре 200 ытла кĕнеке пур. Вĕсене ял-йышпа хăнасем парнеленĕ.

 
Ача кӳми

Музейре умĕнхи пӳлĕмĕпе 7 экспозици пӳлĕмĕ.

8 пӳлĕмре 1100 ытла экспонат, вĕсенчен 700 чăн документсем тата 700 ытла урăх экспонатсем упранаççĕ. Умĕнчи пӳлĕмре ял мĕнле пуçланни, ял пурнăçĕ çинчи архив докуменчĕсем, XVII-XX мĕш ĕмĕрти ялти çын шучĕ çинчен пĕлме пулать.

Этнографи пӳлĕмĕ тӳрлет

Этнографи пӳлĕмĕнче ялхуçалăх хатĕрĕсем, çуртри куллен усă курмалли япаласем, анатри чăвашсен тумтирĕ. Кунта ача кӳми, тăрантас, пир-авăр тĕртмелли хатĕрсем пур.

 
Хресчен çурчĕн ăшлăхĕ

XX ĕмĕр варрин тапхăрĕ тӳрлет

Иккĕмĕш пӳлĕмре XX ĕмĕр варринчи хресчен çурчĕн ăшлăхне кăтартнă.

Колхоз ĕçĕ-хĕлĕн тапхăрĕ тӳрлет

Виççĕмĕш пӳлĕмре колхоз тума пуçланă вăхăчĕ тата шкул историйĕ çинчен пĕлме пулать. Кунта малтанхи председательсен списокĕ пур. Çакăнтах репрессине лекнĕ ял çыннисене асăннă.

Паллă ĕçченсем тӳрлет

4 пӳлĕмре колхоз тĕрлĕ вăхăтра мĕнле ĕçленине, хастар колхозниксем çинчен каланă.

Чапа тухнă ентешсем тӳрлет

Пиллĕкĕмĕш пӳлĕмре ялтан тухнă паллă çынсене – тава тивĕçлĕ ĕçченсене, ăсчахсене, орден илнĕ çынсене, аслă офицерсене, спортсменсене палăртнă.

Мухтав пӳлĕмĕ тӳрлет

Улттăмĕш пӳлĕмре тăван çĕршыва сыхлакансемпе çыхăннă. Тĕп вырăнта – Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи сăнукерчĕксем, салтак çырăвĕсем. Уйрăм вырăнта – салтаксен наградисем. Кунтах ытти вăрçăсенче хутшăннисене те асăннă (1 тĕнче вăрçи, граждан вăрçи). Афганистанра тата Кавказра террора хирĕç операцисенче хутшăннисене палăртнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем тӳрлет

Çиччĕмĕш пӳлĕмре пĕр стенана Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисен сăнукерчĕксем йышăнаççĕ. Вилтăпри вырăнĕсене кăтартакан карттă пур.

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет