Алеут-медный чĕлхи
Алеут-медный чĕлхи — Командор утравĕсем йышне кĕрекен Медный утравĕ çинчи Преображенское ялĕнче 1960-мĕш çулсемччен пурăннă алеутсен чĕлхи. 1960-мĕш çулсем хыççăн çав алеутсене ирĕксĕр, хăйсен кăмăлне хирĕçлесех, юнашарти Беринг утравĕ çинчи Никольское ялне куçарнă. Хальхи вăхăтра ку чĕлхепе калаçма пултаракансем, ахăртнех, юлманпа пĕрех пулас.
1929-мĕш çулччен пĕр вăхăт хушши Медный утравĕ çинче хальхи Шăмăршă районĕнчи Вырăс Чукалĕнче çуралса ÿссе кайран эскимолог пулса тăнă Рубцова Екатерина Семёновна (1988-1971) вĕрентевçĕре ĕçленĕ[1].
Çырулăх тӳрлет
Çырулăх нихçан та пулман. Ăславçăсем ăнлантарнă чухне ытти çырулăхсен майĕсемпе е Пĕтĕм тĕнчери фонетика алфавичĕпе усă кураççĕ.
Чĕлхен кăсăклăхĕ мĕнре-ха? тӳрлет
Алеут-медный чĕлхи вырăнти алеутсен чĕлхи тата вырăс чĕлхи пĕр-пĕринпе арăш-пирĕш пăтрашăнса кайнипе пулса кайнă. Анчах та чĕлхеçĕсем ăна алеут тымарĕсенчен пурпĕрех хăпман тесе шутлаççĕ.
Вуламалли тӳрлет
Акăлчанла тӳрлет
- Golovko E., Vakhtin N. Aleut in Contact: The CIA Enigma // Acta Linguistica Hafniensia: International Journal of Linguistics. Cph., 1990. Vol. 22
- Golovko E. Mednij Aleut or Copper Island Aleut: An Aleut-Russian mixed language // Mixed Languages: 15 Case Studies in Language Intertwining. Amst., 1994;
- Golovko E. A case of nongenetic development in the Arctic area: The contribution of Aleut and Russian to the formation of Copper Island Aleut // Language Contact in the Arctic: Northern Pidgins and Contact Languages. Berlin; N.Y., 1996;
- Алеут-медный чĕлхи пирки ак çак кĕнекере пĕр сыпăк пур: Thomason, Sarah G. and Terrence Kaufman (1988). Language contact, creolization, and genetic linguistics. Berkeley: University of California Press. ISBN 0-520-07893-4. (Акăлчанла)
Вырăсла тӳрлет
- Е. В. Головко. Медновских алеутов язык // Языки мира. Палеоазиатские языки. — М.: «Индрик», 1996. — 231 с. — ISBN 5-85759-046-9.
- Меновщиков Г. А. Алеутско-русский словарь // Языки и топонимия. Томск, 1977.
Чăвашла тӳрлет
- Федотов М.Р. Пĕтекен чёлхе е çёнё чёлхе? (Язык исчезающий или язык новый?) // Ялав. 1986. 3 №. С. 32.
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Транскрипт(ĕçлемен каçă) — 117-мĕш информацие пăхăр.
Каçăсем тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |