Абакшин Елизар

Абакшин Елизар, — сăвăç. 1916 çулта Тутарстанăн Нурлат районĕнчи Ĕнекасси ялĕнче çуралнă. 1943 çулта вăрçă хирĕнче вилнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Ĕçĕсем тӳрлет

Унăн ĕçĕсем «Сунтал» журналта, «Канаш», «Çамрăк большевик» хаçатсенче пичетленнĕ.

 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.