Çӳçсем (фильм)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çӳç (пĕлтерĕш) пăхăр.

«Çӳçсем» (акăл. Hair) — «Çӳçсем» мюзиклăн киноверсийĕ. Ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пăхма сĕннĕ.

Çӳçсем
Hair
Фильм постерĕ
Жанр мусăк фильмĕ
Режиссёр Милош Форман
Продюсер Майкл Батлер
Лестер Перски
Сценари
авторĕ
Джером Раньи
Джеймс Рэдо
Тĕп рольсенче Джон Сэвидж
Беверли Д’Анджело
Трит Уильямс
Оператор Мирослав Ондржичек
Композитор Гальт МакДермонт
Кинокомпани CIP Filmproduktion GmbH
Тăсăлу 121 мин.
Патшалăх АПШФРГ
Çул 1979
IMDb ID 0079261

Сюжет тӳрлет

60-мĕш çулсен вĕçĕнче, хиппи юхăмĕн хĕрӳ тапхăрĕнче, çамрăк аскăнчаксен пĕр компанине — «чечек-ачасен» — провинцирен килнĕ каччă Клод лекет. Компани Водолей эра уявне ирттерет.

Çĕнĕ Йоркра, çакăнти ĕçсене фильмра кăтартнă, вăл пуян хĕре Шэйлăна савса пăрахать. Хĕрĕн пуçне çавăрма унăн пĕр каç кăна. Çкк ĕçре ăна хиппи компанийĕ — Бергер, Джинни, Вуф тата Хад — пулăшма пикенет, Клод çав хуушăрах гашиша, марихуанăна, ЛСД-на тутанса пăхать.

Хиппи хавассăн йăпанса пурăннă самантра американсен тепĕр çамрăккисене Вьетнамри вăрçă вут-кăварĕ хĕртет. Клода Вьетнамра вăрçма çар хĕçметне илсе каяççĕ, тусĕсем ăна курма çар базине çитеççĕ...

Рольсенче тӳрлет

Парнесемпе палăртусем тӳрлет

1979 çулта Милош Форман «Давид» парнене «Ютçĕр режиссёрĕн чи паха ĕçĕ» категоринче, Галт МакДермонт «Чи паха саундтрек» категоринче тивĕçет. 1980 çулта Милош Формана «Сезар» кинопарнене туянма «Чи паха ютçĕр фильмĕ» палăртăва тăратнă, çаплах фильм «Ылтăн глобус» кинопарнере «Чи паха илемлĕ фильм (камит е мюзикл)» тата «Актёр — çулталăкри уçăм» (Трит Уильямс) категорисенче палăртнă.

Мюзикăлпа фильм хушшинчи уйрăмлăхсем тӳрлет

Оригиналĕнче Шейла Клода мар, Бергера юратса пăрахать. Мюзикл финалĕнче Бергер мар, Клод вилет.

 
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.