Çупах - карп йышне кĕрекен пулă. Çупах кĕлетки 50 сантиметра, йывăрăшĕ 5 килограма çитме пултарать. Ытларах чухне кĕлетки 30 сантиметртан, йывăрăшĕ 1 килограмран иртмест. Вăлча питĕ нумай сапать, хăвăрт хунать, кирек мĕнле условисенче те пурăнма пултарать. Ытти пулăсемпе танлаштарсан çупах çӳхерех. Шултра хуппи сăрăрах шурă тĕслĕ. Çупах çитĕннĕçемĕн тĕксĕмленсе пырать, çапах та тĕсĕ мĕнле условисенче пурăннинчен те килет.

Çупах

Çупах лăпкă та тарăн шывра пурăнма кăмăллать, çывăхра тăмлă та чăнкă çыран пулсан хăйне тата лайăхрах туять. Шăрăх çанталăкра вара, шывра кислород сахал чухне çупах ăшăхрах вырăна тухать.

Çупахсем йышпа çӳреме кăмăлларах параççĕ. Вăлча сапнă вăхăтра тата ун хыççăнхи пĕр тапхăр вак ушкăнпа пурăнаççĕ.Апатне шыв тĕпĕнче шыраççĕ, шыв хуранĕсемпе тата вак раксемпе тăранаççĕ. Ăмансене, тĕрлĕ хурт-кăпшанка тиркемеççĕ, хăш чухне шыв ӳсен-тăранĕсен çамрăк хунавĕсене те чăмлаççĕ.

Шывра йышлăн ĕрчет пулин те, çупаха тытма питĕ йывăр. Çак пулă пит сыхчă, апата тиркет, шăв-шава пачах кăмăлламасть. Вăлта çине тирекен ăман е урăх чĕр апат, пăтă таврашĕ анчах хатĕрленĕскер пулмалла. Нумай выртнă е пăсăла пуçланă апатран çупах пăрăнса çеç иртет.

Вĕтĕрех çупахсене пулăçсем час-часах çупах ай е хăрпанкă теççĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • Решетников Ю. С., Котляр А. Н., Расс Т. С., Шатуновский М. И. Пятиязычный словарь названий животных. Рыбы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. / под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Рус. яз., 1989. — С. 133. — 12 500 экз. — ISBN 5-200-00237-0.
  • Лещ в базе данных FishBase (англ.)
  • Промысловые рыбы России: В 2 т. / Под ред. О. Ф. Гриценко, А. Н. Котляра, Б. Н. Котенёва. — М.: Изд-во ВНИРО, 2006. — Т. 1. — С. 168—170. — 656 с. — ISBN 5-85382-229-2.
  • Targońska K. et al. Influence of temperature during four following spawning seasons on the spawning effectiveness of common bream, Abramis brama (L.) under natural and controlled conditions (англ.) // Journal of Thermal Biology : журнал. — 2014. — Vol. 39, no. January. — P. 17—23. — ISSN 0306-4565. — DOI:10.1016/j.jtherbio.2013.11.005.
  • Васильев В. П. Эволюционная кариология рыб. — М.: Наука, 1985. — 300 с.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.