Çирĕктăрри
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Хордăллисем
Класс: Вĕçен кайăксем
Отряд: Çерçи евĕрлисем
Йыш: Çерçи йышшисем
Ăрат: Çерçесем
Тĕс: Çирĕктăрри
Латинла çырни
Carduelis spinus (Linnaeus, 1758)

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 554147
NCBI 160760

Çирĕктăрри (лат. Carduelis spinus[1]) — çерçи ушкăнĕнчи вьюрков çемйине кĕрекен юрлакан кайăксен тĕсĕ.

Кĕлетке тăршшĕ 12 см яхăн, 12—14 г. таять.

Çутçанталăкри ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

 
Çирĕктăррин аçипе ами[2]

Европăпа Азин вăрманĕсенче пурăнать, лăсăллă вăрмансене тата сăртлă вырăнсене уйрăмах килĕштерет.

Крымра, Кавказра тата Казахстанра тĕл пулать.

Çулла мăшăрлă пурăнать; кĕр енне пысăк е пĕчĕк касăвĕсене пуçтарăнать. Хĕлле ушкăнĕсемпе аяк мар çĕре касăсемпе куçса çӳрет, уйрăмах юханшыв айлăмĕсенчи çулçăллă чăтлăхсене юратать. Çирĕктăррин кĕрхи вĕçсе каясси авăн уйăхĕн вĕçĕнче тапранать, çапах та çирĕктăррисен хăшĕсем Раççейĕн вăтам ярăмĕнчи, çурçĕр енчи те пăрланман юханшывĕсен çумĕнче хĕл каçма юлать.

Кăпшанкăсемпе (курăк пыйтипе тата урăх вĕтĕ кăпшанкăпа) тата лăсăллă тата çулçăллă йывăç тĕшшисемпе апатланать; кĕр кунĕсенче хурăнпа çирĕк тĕшшисене астивет. Çирĕктăррисем çӳллĕ йывăçсен тăррисенче лараççĕ, çĕр пичĕ çине сайра анаççĕ.

Йăвисене чăрăшсем е хырсем çинче çавăрать. Йăвана çинçе туратсенчен, курăксенчен, лишайников тата мăксенчен, çĕр çийĕнчен 10 м çӳллĕрех питĕ вăрттăнла пытарса тăвать.

Çăмартисем (4-6 шутлă) шупкал-синкер-симĕс тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемпе йĕр турчĕсем пур. Вĕçен кайăк пĕр çулта пĕр хут икĕ хут хурать: акара тата çĕртме вĕçĕнче. Çăмартисене ами 12 кун хушшинче пусма ларать. Чĕпписене хурт-кăпшанкăсемпе тăрантарать, уйрăмах çара лĕпĕш хурчĕсемпе, пĕчĕк лĕпĕшсемпе.

Çирĕктăррисене читлĕхре юрлаттарасшăн тытса усраççĕ.

 
Ирĕксĕрлĕхре пурăнан çирĕктăрри.
 
Carduelis spinus

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Кивелнĕ латин ячĕсем — Chrysomitris spinus и Spinus spinus.
  2. ^ Кĕнери ӳкерчĕк: Naumann J.F. Naturgeschichte der Vögel Mitteleuropas. — Gera, 1900. — Band III. — Tafel 35. (Естественная история птиц Средней Европы.)

Каçăсем тӳрлет