Çар
Çар (фр. armée /армэ́/ - этимон: armer, s'armer — хĕçпăшаллан).
Терминăн темиçĕ ăнланăвĕ пур:
- Ансат ăнланăвра — темиçе корпус, дивизирен тăракан оперативлă çар пĕрлешĕвĕ; хĕçпăшаллă вăйсен виçи.
- Патшалăхăн типçĕр хĕçпăшаллă вăйĕсем (ахаллĕн хĕçпăшаллă вăйсен тĕп тĕсĕ).
- Пĕтĕмĕшле усă курнă ăнланăвра — патшалăхăн типçĕр, тинĕс-çар, сывлăш-вăрçă тата урăх хĕçпăшаланнă вăйĕсем пĕтĕмпе, тепĕр сăмахсемпе, унăн хĕçпăшаллă вăйĕсем.
Çар чăмăртăвĕ тӳрлет
Тип çĕр вăйĕсем тӳрлет
Уйрăм чух çар тесе типçĕр çинче çапăçма пуçтарса хатĕрленĕ хĕçпăшаллă çарсене асăнаççĕ. Кун чух Çар йĕрке тытăмĕпе флотран (тинĕс-çар вăйĕсем, ТÇВ е ТÇФ) авиацирен (сывлăш-çăр вăйĕсем, СÇВ) уйрăм шутланать. Тĕслĕхрен, АПШ çарĕ АПШ хĕçпăшаллă вăйĕсен шутĕнчи типçĕр çарĕ пулса тăрать.
Хĕçпăшаллă вăйсем тӳрлет
Пĕтĕмĕшле хĕçпăшаллă вăйсем тесе патшалăхăн çапăçусенче кĕрешекен тата вăрçă тапхăрĕнчи урăх ĕçсене тăвакан е никама пăхăнманлаха тулашри хăрушлăхран хӳтĕлекен пур хĕçпăшалланнă вăйĕсене палăртаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр тӳрлет
- Раççей Федерацийĕн хĕçпăшаллă вăйĕсем
- Типçĕр çарĕсем
- Авангард
- Çар техники
- Вăрçă
- Хĕçпăшаллă вăйсен тытăмĕ
- Вăрçă ĕçĕ (кăларăм)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |